Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ.
Ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкни пирки ҫу пуҫламӑшӗнче нумай калаҫаҫҫӗ. Халӗ ҫулла та иртсе кайрӗ ӗнтӗ, ҫынсем чӳречисене те ытлах уҫмаҫҫӗ. Ҫапах Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача Пионер урамӗнчи ҫӳллӗ ҫуртӑн тӑваттӑмӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Юрать, вилмеллех аманман вӑл. Пӗчӗкскере Хулари ача-пӑча пульницине часрах илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача самай суранланнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Ача чӳрече ҫине епле хӑпарса кайнӑ? Халӗ йӗрке хуралҫисем йӑлтах уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ вара аслисене тимлӗрех пулмалли пирки асӑрхаттарать. Ачасене пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар. Чӳрече уҫӑ пулсан – пушшех те.
АВН | 17 |
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ.
Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ.
21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Владимир храмӗн турӑш лавккине ҫамрӑксем ҫаратнӑ. Полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ик ҫамрӑк турӑш лавккине кӗнӗ те кӗлӗ саккас панӑ. Каччӑсенчен пӗри сутуҫӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра тепри сентре ҫинчи ешчӗке йӑтса кайнӑ. Унта вара халӑх пухнӑ укҫа пулнӑ. Пӗтӗмпе – 800 тенкӗ.
Сутуҫӑ ҫакна асӑрхасан полицие пӗлтермелли пускӑча пуснӑ. Ҫав вӑхӑтра чиркӳ старости тухнӑ, каччӑсем хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗрне тытса чарма май килнӗ. Теприне, 17 ҫултине, тепӗр кунхине ярса илнӗ. Вӑл курупкана ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Ҫав ҫамрӑксем профилактика шутӗнче тӑраҫҫӗ-мӗн.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑхӑр ҫынна ҫӗнӗ машина уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем пурте – производствӑра йывӑр аманнисем.
Ҫӗнӗ машинӑсене Социаллӑ страхлав фончӗ парнеленӗ. Фонд пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак парнене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенче, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Куславкка тата Елчӗк районӗсенче пурӑнакан ҫынсем тивӗҫнӗ.
Ҫак тӑхӑр ҫын тӗрлӗ ҫулта производствӑра аманнӑ. Хӑшӗ-пӗрин ури суранланнӑ, ҫавна май кашни автомобиле ҫын мӗнле суранланнине шута илсе туса кӑларнӑ тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа суранланнӑ ҫынсене унпа усӑ курма меллӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫак кунсенче 15,5 тонна ҫӳп-ҫап илсе тухнӑ. Ун чухлӗ ӑпӑр-тапӑр ӑҫтан пухӑннӑ-ха? Хуларан ҫӳп-ҫапа икӗ эрне илсе тухман-мӗн.
Айӑпӗ — «ЖКХ» управляющи компанийӗнче. Вӑл пысӑк парӑмсене пула авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ҫӳп-ҫап илсе тухма пӑрахнӑ. Икӗ эрнере ҫав управляющи компанийӗ пӑхса тӑракан картишсем свалкӑна ҫаврӑнма пуҫланӑ.
Ҫӳп-ҫапа КамАЗпа тата трактор урапипе турттараҫҫӗ. Ӑпар-тапӑра 20 коммуналлӑ службӑн ҫирӗм ытла ӗҫченӗ тиеҫҫӗ. Хулара пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа полигона илсе тухнӑ. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухас ӗҫ малалла пырать-ха.
ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫапла пӗлтернӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Муркаш районне «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑран кӑларма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫул-йӗре вӑхӑтра туса пӗтерейменшӗн.
Проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи 119 ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне 31 ҫул ҫинче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Уйӑрнӑ 1,2 миллиард тенкӗрен 517,2 миллион тенкине кӑна тӑкакланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче ҫулсене вӑхӑтра туса пӗтермесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иван Моторин унти подрядчиксене васкатать, ҫулсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Асӑнна муниципалитетсем хушнине пурнӑҫламасан вӗсене программӑран кӑларӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Илюхинсен каллех йӗкӗреш ҫуралнӑ. Викторийӑпа Елизавета ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Илюхинсен пӗрремӗш йӗкӗрешӗ те хӗрачасем. Дарьйӑпа Варвара кӑҫал пӗрремӗш класа кайнӑ ӗнтӗ.
Юрий тата Лариса Илюхинсен тата ача пур. Асли Вероника 10 ҫулта, Матвей вара 5 ҫул тултарнӑ.
Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫемьере иккӗмӗш йӗкӗреш ҫурални сайра тӗл пулать. Ҫапах юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре кунашкал тӗслӗх иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Нумаях пулмасть пӗр хӗрарӑм иккӗмӗш йӗкӗреш ҫуратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пикен юсанмалли колонире ларма тивӗ. Хӗр 18 ҫулта кӑна-ха, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет.
Ҫамрӑкскере йӗплӗ пралук леш енне спайсшӑн ӑсатнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, студентка кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тупӑш тӑвас тесе Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 вӑрттӑн вырӑна спайс хунӑ.
Наркотик хутӑшне вӑл палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ ҫыхӑнса илнӗ. Пике пӗтӗмпе 6 грама яхӑн наркотик пытарнӑ. Вӑрттӑн вырӑнти спайса полици ӗҫченӗсем оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче тупнӑ.
Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, студенткӑн йӗплӗ пралук леш енче 3,5 ҫул лармалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ.
Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |